
Шупашкарта пӗр арҫын барта наркотик хутаҫҫине стойка ҫине кӑларса хунӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи спорт-барсенчен пӗринче пӑтӑрмах пирки асӑрхаттаракан кнопка ӗҫлесе кайнӑ. Вырӑнта йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӗр арҫын бар стойки ҫине хӑйӗн япалисене кӑларса хунӑ, ҫав шутра шурӑ порошоклӑ пӗчӗк хутаҫ пулнӑ.
45-ри арҫынна полицине лартса кайнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, хутаҫра наркотик пулнӑ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Питтукассинче чикансен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Йӑлари ыйтупа ҫыхӑннӑ тавлашу «ытлашши сурансемсӗр вӗҫленнӗ». Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнса кайнисене йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Алькеша (унта чикансем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ) полицин тата Росгварлин патрулӗсем пырса ҫитнӗ. Унта Росгвардин хӗҫ-пӑшаллӑ «Тигр» автомобилӗ те пулнӑ.

Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫтах пӗр водитель тепринпе ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Никольский проспектӗнчен Энтузиастсен урамне пӑрӑннӑ чухне Т567ТТ 21 номерлӗ «Ауди» автомобиль сулахай енне ҫул-йӗр правилине пӑсса пӑрӑнма тӑнӑ. «Киа-Рио» водителӗ ӑна ҫул паман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ауди» ҫамӑл машина хӑйне «кӳрентернӗ» машина умне сиксе тухнӑ, унтан водитель патне пырса темиҫе хутчен ҫапнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Усал водитель вӗсемпе те пуҫтахла тытнӑ.

Виҫӗмкун, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта йӗрке хуралҫисем шурӑ тӗслӗ «Хендай Солярис» автомобиле хӑваланӑ.
Машинӑна ирхи 6 сехетре Октябре 50 ҫул урамра ҫул-йӗр инспекторӗсем чарӑнма ыйтнӑ. Вӑл вара тарма пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтра светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те пӑхӑнман, кӗрсе кайма юраман йӗр ӳкерсе хунине те пӑхса тӑман. База проездӗнче инспекторсем машинӑна хӑваласа ҫитсе чарса лартнӑ-лартнах. Машинӑран тухма килӗшменрен йӗрке хуралҫисен чӳрече кантӑкне ватма тивнӗ.
Водителе ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн унччен правасӑр хӑварнӑ иккен. Водитель правине вӑл ҫӗнӗрен илме экзамен тытман.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пуҫтах водитель тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем 17 протокол ҫырнӑ.

Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗвеллӗ бульварта ҫамрӑк пӗр арҫын машина тапратаймасӑр халтан кайнӑ. ГАЗель патӗнчи арҫынна патрульпе пост службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
22 ҫулти каччӑ 3 сехет иртсен ӗҫе кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫӑкӑр турттаракан машинӑпа ӗҫлекенскер машинӑна сивве пула ниепле те хускатайман, хӑй те шӑнса кӳтме ӗлкӗрнӗ.
Пакунлисем машинӑна тапратма пулӑшнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк водителе хӑйсен машинине ӑшӑнма кӗртсе лартнӑ. Каччӑ пакунлисене чунтан тав тунӑ.

Шупашкар хулинче ӗнер каҫхине, урамра 35-е яхӑн градус шартлама тӑнӑ вӑхӑтра, 62 ҫулти арҫын урама ҫарамас тухнӑ. Ӑна патрульпе пост службин ӗҫченсем: Николай Васильев тата Юрий Миронов — асӑрханӑ.
Арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58/1-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Арҫын урах пулнӑ, унӑн тумтирне никам та хывса илмен. Арҫын Магницкий урамӗнче пурӑнаканскер иккен. Вӑл тухтӑр плӑшӑвӗ крлӗ мар тесе хирӗҫленӗ. Пакунлисем арҫыннӑн тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ, арҫынна хайхисем килне илсе кайнӑ.

Шупашкар хулинче патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн мобильлӗ взвочӗн уйрӑмӗн командирӗнче ӗҫленӗ арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе хулари Эльмен урамӗнчи пӗр ҫурта пырса кӗнӗ. Унта подъездра ҫапӑҫаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ иккен.
Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ 53 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене курсан тарӑхма тытӑннӑ, хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫав этеме йӗрке хуралҫи аллинчен ҫирӗппӗн ярса илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн аллине хуҫнӑ.
Халӗ ҫав йӗрке хуралҫи ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пулас йӗрке хуралҫисене вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.
«Правӑна сыхлас ӗҫ-хӗл» специальноҫпа икӗ ушкӑн вӗренме тытӑннӑ.
Колледжра пулас полицейскисене хатӗрлеме тытӑнма республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви пулӑшнӑ.
Малтанласа пӗр ушкӑн кӑна йӗркелеме шухӑшланӑ. Анчах 25 ача вырӑнне 50 ҫамрӑк йӗрке хуралҫи пулма вӗренме кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара колледжра икӗ ушкӑн йӗркеленӗ.

Шупашкарти темиҫе организацире ӗҫлекенсене паян эвакуациленӗ.
Ҫав йыша республикӑн Правительство ҫурчӗ (Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫурт) тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн адмнистрацийӗ лекнӗ.
Унсӑр пуҫне суту-илӳ ҫурчӗсенчен, судсенчен тата автовокзалтан эвакуациленӗ.
